Сыпăнуллă хутлă предложени

тӳрлет

Çыхăну паллиллĕ хутлă предложенин пĕр тĕсĕ

тӳрлет

Унăн пайĕсене сыпăнуллă союзсем çыхăнтараççĕ. Çак союзсене кура предложени виçĕ тĕслĕ пулаççĕ.

* Пĕрремĕшĕ- сыпăнтаракан союзлисем. Ку союзлă хутлă предложени пайĕсем хушшинче та, те, тата союзсем тăраççĕ.
Тĕслĕхрен- Фельдшер тумланчĕ те, эпĕ ăна старик патне илсе кайрăм.

* Уйăракан союзлă хутлă предложенире е, е - е, пĕр-пĕр, пĕрре-тепре, ни-ни союзсем çыхăнтараççĕ.
Тĕслĕхрен- ни апат анмасть, ни вăй çук.

* Хирĕçлекен союзлă хутлă предложени анчах, çапах, унсăррăн,ахальтен, атту, а союзсем хушшипе сыхăнаççĕ.
Тĕслĕхрен- Уçăр, унсăррăн халех хапхана çĕмĕрсе кĕретпĕр.

Сыпăнуллă хутлă предложенине çыхăнтаракан союзсем пурте ансăр пĕлтерĕшлĕ.

Сыпăнуллă хутлă предложенисем иккĕ е темиçе предложенире тăма пултараççĕ.

Çыхăну паллисĕр хутлă предложени

тӳрлет

Çыхăну паллисĕр хутлă предложени- хутлă предложенин пĕр тĕсĕ. вăл шухăшĕ тăрăх икĕ пая пайланать. пайĕсем мĕнле тытăмлине кура çыхăну паллиллĕ хутлă предложени икĕ ушкăна пайланать.

Вĕсенчен 
         Пĕри - пайĕсем расна тытăмлисем. Ăна çак паллăсем кăтартаççĕ:
                                             
                                                       *шухăш вĕçленнине пĕлтерекен татăксемпе союзсем пурри.
                                                       *сказуемăйсем наклоненипе вăхăт, пурлăхпа çуклăх, сăпатлă е сăпатсăр енчен тĕрлĕ форматра пулни.
                                                       *пĕрлĕхри предложени тĕллевĕ енчен тĕрлĕ пулни(пĕри- ыйтуллă, тепри- ыйтусăр)
                                                       *малтанхи пайра пĕлтерĕшне уçса памалли кăтарту сăмахĕсем пурри.
                                                       *пайсенче пĕр- пĕрне хирĕçлекен сăмахсем пурри.
                                                       *хăш чух пайсем пĕр- пĕрне хăйсен содержанийĕпе хирĕçлеме пултараççĕ.

Çыхăну паллисĕр хутлă предложени пайĕсем пĕрешкел тытăмлă пулнине çак паллăсем тăтăх пĕлмелле:

* икĕ пая пĕрлештерсе тăракан пĕтĕмĕшле сăмах, е сăмах ушкăнĕ пурри.
* пĕр-пĕр сăмах е сăмах ушкăнĕ икĕ пайра та тĕп пулни.
* хутлă предложенине кĕрекен пайсен иккĕшĕн те подлежащийĕсем пĕрешкел аффикслисем пулаççĕ.