К.н.р.
Присоединился 25 Ҫу уйӑхӗн 2009
Абзатц тата текст
тӳрлетАбзатц калăха шухăш аталанăвĕн уйрăм тапхăрсем çине пайламалли мел. Шухăш аталанăвĕн уцрăм тапхăрĕсене кăтартакан логика тĕлĕшĕнчен çыхăнакан предложенисем, синтаксис пĕрлĕхĕ абзатц тăвать.
"Абзатц" нимĕç сăмахĕ. Ăна икĕ пĕлтерĕшпе усă кураççĕ.
- Çĕнĕ йĕрке, çырăну йĕркине ытти йĕркесенчен чакса темиçе сас палли çырмаллăх пушă вырăн хăварса çырни.
- Çĕнĕ йĕркерен пуçласа тепĕр çĕнĕ йĕркене çитичченхи текст.
Абзатц тĕрлĕ функциллĕ пулать
- Абзатц хăй умĕнхи шухăша тарăнлатса, сыпăнтарса е çĕнĕ енчен уçса парса çĕнĕ шухăш палăртать.
- Абзатц содержанине курăмлăн, витемлĕн, паузăпа палăртма май парать. кашни çĕнĕ абзатц çĕнĕ шухăш пуррине пĕлтерет- экспрессиллĕ мел.
- Абзатц синтаксис единицине композици тĕлĕшĕнчен хăйне йĕркелесе ритмикăлла строфасем тăвать.
Абзатц текст единици мар, ăна семантикăпа стиль категорийĕ тесе пăхаççĕ. Вăл текста сематика стиль тĕлĕшĕнчен пайланать. Ăна графика мелĕпе палартать.