Wikibooks:Хаçатсем валли çырнă статья
Чăваш Интернечĕ: малашлăха пĕрле утар.
тӳрлетУмсăмах
тӳрлет2005 çулхи авăнăн 9 пуçласа Интернетра Chuvash.Org пĕрлешÿ ĕçлет. Эпир Интернетăн чăваш пайне, Чăваштетне, аталантаратпăр. Чăваштет сăмахне чăваш, тата тетел сăмахĕсене перлештерce тунă.
Пирĕн шутăмăра Николай Плотников (Шупашкар — Чулхула), havas-аппа (Мускав), Reflejo (Бостон, АПШ), Анатолий Миронов (псевдонимĕ Chavash, Калининград - Германи), Kir (Мускав), Алатар (С-Петербург), CRadio (Мускав), Игорь Алексеев (псевдонимĕ Igruk, Хусан - Шупашкар) кĕреççĕ.
Пирĕн проектсем
тӳрлетЭпир сире пурне те пирĕнпе перле чăваш интернет проекчĕсене аталантарма пулăшма чĕнетпĕр.
Чăваштетне аталанмашкăн эпир пур условисене те хатĕрлеме тăрăшатпăр. Шрифтсем, раскладкăсем хатĕрлетпĕр, компьютер программисемпе епле ĕçлесси пирки ăнлантарса паратпăр. Тĕслĕхрен, пирен проектăн администраторĕ Николай Плотников çĕнĕ чăваш раскладкине хатĕрленĕ. Ăна усă курсан интернетра чăвашла çырасси питĕ çăмăлланать.
2004 çулхи раштав уйăхĕнче www.wikimedia.org порталĕ çинче чăваш уйрăмĕсем аталанма пуçларĕç. Тĕслĕхрен, Википедин чăваш уйрăмĕнче халĕ статьясен шучĕ 2 пин патнелле çитет. Вĕсем хушшинче чăвашла паллă чăваш çыннисем çинчен, чăваш тĕнчи çинчен вуласа паллашма пултаратăр.
Википеди — уçă та ирĕклĕ проект, хăйĕн 200 ытла чĕлхе уйрăмĕ тытса тăрать. Унăн тĕллевĕ — тĕрлĕ чĕлхесем синче информацие ирĕклĕн сарасси. Эпир сире те чĕнетпĕр Викпедин чăваш уйрăмне тултарма. Чăвашла пелместĕр пулсан ытти чĕлхе уйрăмĕсенче чăваш тĕнчи синчен çырма пултаратăр.
Википеди Wiki технологиĕ çинче никĕсленнĕ пирки унта пурте статьясене хушма, е тӳрлетме пултараççĕ. Тĕнчере Википеди Интернетри ресурсенчен чи кирлисенчен пĕри пулса тăма пуçланă. Википедине тултарассинчен вăтанса та хăраса ан тăрăр, унта ĕçлеме питĕ çăмăл та ансат.
Пирĕн тепĕр проект вăл, CRadio (Мускав) хатĕрленĕ чăвашла Интернет радиостанциĕ. Ку радиостанцине Интернет урлă тахăш çын та итлеме пултарать. Чăваш радиостанциĕ пуçсăр эпир Раççĕйри ытти пĕчĕк шутлă халăхсен чĕлхисем инче радиостанцисем уçрăмăр. Унсăр пуçне эпир чăваш юрă-кĕввине сарас тесе чăваш юррисен архивне уçрăмăр. Унтан пур çын та ирĕклĕн вăл юрăсене илме пултарать.
Эпир Lingvo словарĕ валлĕ чăвашла-вырăсла кĕске словарĕн электронла версине хатерлерĕмер. Халĕ вара 40 пирен тăракан словаре хатĕрлес енĕпе ĕçлетпĕр. Чăваш чĕлхине веренме пулăшакан аудио-материалсем те хатерлетпĕр. Ку енепе пире пулăшу уйрăмах кирлĕ.
Эпир хатĕрленĕ пĕтĕм материала эпир пурте усă курма пултарчăр тесе ирĕклĕ саратпар.
Пирĕн сайт
тӳрлетПирĕн Chuvash.org сайтчĕ тăватă чĕлхе çинче. Чăваш, вырăс, акăлчан тата эсперанто уйрăмĕсем пур. Wiki технологине усă курнă пирки сайта пурте статьясем хушма, е пуррисене тӳрлетме пултараççĕ.
Пирĕн сайт çинче кашни хăйĕн блогне (дневниксем, журналсем) ертсе пыма пултарать. Перлешĕвре хутшăнаканнисем анкетăсем урла пĕр-пĕрисенпе паллашма, юлташсене тупма, ыйтусене татса яма пултараççĕ.
Сайт çинче чăваш тĕнчи çинчен каласа пинисĕр пуçсăр литература кĕтесĕ пур. Унта эсир чăваш çыравçисен ĕçĕсемпе чăваш тата вырăс чĕлхисем çинче тупса паллашма пултаратар. Пирĕн библиотекăна тултарма пулăшакансене эпир пысăк тав калатпăр. Эсир те кĕнекесене сканер урлă кăларса сайт çинче вырнаçтарма пулăшасса кĕтетпĕр. Е вĕсене Николай Плотниковăн электронлă адресĕ çине ярса пама пултаратар. Кĕнекесене сканер урлă мĕнле кăлармалли çинчен пирен сайт çинче тĕплĕн ăнлантарса панă.
Енчен те сирĕн хăвсамăрăн пултарулах пур пулсан, сирĕн сăвăсене, калавсене, тата ытти япаласене эпир кăмăлп кĕтетпĕр.
Пире эсир чăваш çыравçисемпе çыхăну тытма пулăшма пултаратăр. Пур текста та эпир вĕсен килĕшĕвĕ урлă вырнаçтарасшăн.
Уйрăммăн пирен канашлăв çинчен каламалла. Унта питĕ нумай интереслĕ япала сӳтсе яватпар. Чăваш халăх историĕ, чăваш чĕлхи, чăвашсен йăли-йĕрки, ытти халахсемпе хутшăнăвĕсем. Пире ку питĕ кăткăслантарать. Пирĕнпе пĕрле ку ыйтусене Интернетăн тутар, осети, удмурт, пушкăрт тата ытти халăхсен секторĕсенчи юлташсем сӳтсе яваççĕ. Сăмахран каласан эпир вĕсене пире хирĕç лартмастпăр, пачах урăхла, пĕрне-пĕри пулăшатпăр.
Юлашкинчен калани
тӳрлетПлансем пирĕн питĕ пысăк. Вĕсене тăвас тесен пире çĕнĕ шухăшсем тата çынсем кирлĕ. Çавăн па та эсир пире пулăшакансем кирлĕ. Пĕрле çĕнĕ технологиĕсемпе чăваш челхипе культурине сарма пулăшасса кĕтетпĕр.
Пирен ĕçсем çинчен тĕпленрех www.chuvash.org çинче тупма пулать.