Microsoft Word/Масмакпа паллаштарни
Çак вĕрентÿ сире масмак çинчен пĕлÿ парĕ.
Масмака Word чÿречин çÿлти пайĕнче курма пултаратăр. Хăвăртрах тата çăмăлрах ĕçлемешкĕн масмакра анлă сарăлнă хушусене вырнаçтарнă. Масмак валли хушусене суйланă чухне усăçсен хăнăхĕвне сăнаса илнĕ.
Масмак виçĕ тĕп элементран тăрать:
- Кантăксем. Масмакăн çÿлти пайĕнче çичĕ тĕп кантăк вырнаçнă. Кашнинче пайăрлă функцисене пĕрлештернĕ.
- Ушкăнсем. Кашни кантăкра ятарлă ушкăнсем пур. Вĕсем пĕр евĕрлĕ хушусене çыхăнтарса тăраççĕ.
- Хушу вăл тÿме, суйлама е информаци кĕртмелли ана.
Ялан усă куракан хушусене тĕп кантăка кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, Шрифт ушкăн хушăвĕсем: Шрифт, Виçе, Çăра, Чалăш.
Кашни уйрăм ушкăн сылтăм аялти кĕтессинче пĕчĕк чалăш кǎтарткǎч пур. Унăн ячĕ — чĕнÿ диалог чÿречин тÿми.
Ун çине пуссан çав ушкăнри хушма майсене курма пулать.