Joomla! вĕрентекен кĕнеке/Joomla! 1.5 тиени тата лартни

Joomla! лартасси икĕ тапхăртан тăрать:

  • Apache веб-сервер, РНР интерпретатор тата MySQL пĕлĕм пухмачĕн серверне лартасси;
  • Joomla! лартасси.

Системăра чи кирли (çитеклĕ):

  • Apache 1.13 сăнташĕ е çÿлерех;
  • РНР 4.2 сăнташĕ е çÿлерех;
  • MySQL 3.23 сăнташĕ е çÿлерех.

РНР интерпретаторăн çыхăнса тăмала: MySQL пĕлĕм пухмачĕпе, XML тата zlib. Лартнă чух Joomla! мĕнпе çыхăнни-çыхăнмани пирки пĕлтеретмелле.

Joomla!-па ĕçлеме Internet Explorer (5.5 сăнташран кая мар), Mozilla Firefox, Opera е Apple Safari браузерсем кирлĕ. Браузерсенче JavaScript скриптне ямала.