Эмине сăввисем
Хура-тур лашине
- Хура-тур лашине
- Тытма пĕлес пулать,
- Тытма пĕлес пулать анчах мар;
- Тытма пĕлес пулать,
- Кӳлме пĕлес пулать,
- Унсăрăн çула çухатан.
- Ыр тăвансем патне
- Кайма пĕлес пулать,
- Кайма пĕлес пулать, анчах мар;
- Кайма пĕлес пулать,
- Килме пĕлес пулать,
- Унсăрăн тăван сивĕнет.
- Хура-тур лашине
- Пăхма пĕлес пулать,
- Пăхма пĕлес пулать анчах мар;
- Пăхма пĕлес пулать,
- Савма пĕлес пулать,
- Унсăрăн утна çухатан...
- Тăван, ай, халăха
- Савма пĕлес пулать,
- Савма пĕлес пулать анчах мар;
- Савма пĕлес пулать,
- Ыр ĕç тăвас пулать,
- Унсăрăн ятна çухатан.
Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать
- Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать
- Шĕшкĕех те тĕми авăнать.
- Шухăшламан чухне, шухăшăм çук,
- Шухăшласан пуçăм çаврăнать.
- Вуникĕлле явнă чĕн чăпăркка
- Явкаланать лавçă аллинче.
- Ай-хай çинçе пуçĕм, çамрăк пуçăм,
- Авкаланать çич ют аллинче.
- Ĕнтĕ пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать,
- Тата мĕн çăвасси пур-ши-ха.
- Ĕнтĕ пуçăм çамрăк, ăсăм кĕске,
- Тата мĕн курасси пур-ши-ха.
Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ
- Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ,
- Умĕсене шурă саппун çакаççĕ.
- Эп ют кас ачипе калаçнăшăн
- Хĕрсем кураймасăр тăраççĕ.
- Уйăх çути çутă çутатать иккен,
- Ун çутипе çӳреме пулать иккен,
- Ман чуна савни çунтарать иккен,
- Тăшманран та вăйлăрах иккен.
- Сад пахчинчи кĕрен мăкăнь чечекне
- Пĕр кас çумăр çуса йĕпетсе кайрĕ.
- Ăш пусаракан чунăм савнине
- Тăшман килсе уйăрса кайрĕ.
Ман аллăмра икĕ шур тутăр
- Ман аллăмра икĕ шур тутăр.
- Иккĕшĕнче — икĕ саркайăк.
- Юрлас тесен — йĕреп,
- Йĕрсен — юрлап.
- Мĕншĕн эпĕ кайăк пулман-ши.
- Пире иксĕмĕре, савнă тусăм,
- Мĕншĕн пĕрле пулма çырман-ши.
Çĕртен-шывран асли çук
- Çĕртен-шывран асли çук,
- Атте-аннерен пахи çук.
- Тавах тăван аттене
- Пире савса пăхнăшăн.
- Тавах тăван аннене
- Кăкăр парса ӳстернĕшĕн.
Ют кайăка усрама
- Ют кайăка усрама
- Пирĕн улăх ытла мар,
- Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр
- Унталлах кайса пĕтĕр.
- Ют йăлана юрама —
- Хамăр йăла начар мар.
- Хăш çĕртен ютсем килтĕр —
- Унталлах кайса пĕтĕр.
- Хамăр çĕр хамăр асра,
- Мĕншĕн парас тăшмана?
- Турă панă çĕршывра
- Хамăр ларар хуçара!
- Атте-анне сăмахне,
- Аслаттейсен чĕлхипе
- Тутарсемшĕн манас мар,
- Хыт чĕреллĕ пулас мар.
Пире пылпа хаклаççĕ
- Пире пылпа хаклаççĕ
- Тутар тĕнне йышăнма.
- Мулласем калаççĕ:
- «Кăркка пĕсехи чăпар,
- Аллах ырлăхне курар!»
- Пире турăшпа хăвалаççĕ
- Христус тĕнне йышăнма.
- Пупсем калаççĕ:
- «Кăркка пĕсехи чăпар,
- Туррăн телейне тупар!»
- Пире хĕçпе хăвалаççĕ
- Патша умне пуç тайма.
- Салтаксем калаççĕ:
- «Пăшал парар, хĕç парар,
- Патша парнине чăтар!»
- Тутар тĕнĕ, патша мурĕ —
- Пире ним те кирлĕ мар.
- Христус турă — ырă турă,
- Эс те пире кирлĕ мар.
- Атте-анне йăлипех
- Пурăнар виличченех.