Авал:

Ашпа пĕçернĕ çĕр улми шарккăвĕ чăвашсен юратнă апачĕ. Ăна, тĕпрен илсен, хур какайĕпе пĕçернĕ. Вăл пулмасан чăх, сурăх, сысна какайĕ те кайнă. Хур какайĕпе хатĕрлени вара уйрăмах тутлă пулнă.Шарккăва хутса тултарнă кăмакара тăм тирĕкпе пĕçернĕ.Каçалапа, шаркку питнек сарă-кĕрен сăн çапсан, ăна кăмакаран кăларнă та кулленхи ĕçсенчен пушаннă кил-йыш пĕрле ларса апатланнă.