Тинкĕле
Авал:
Тинкĕле чăн-чăн чăваш апачĕ, анчах, апла пулин те, ăна хамăр республикăра та хăш-пĕр районта пĕлмеççĕ. Пирĕн тăрăхра вăл ĕççи вăхăтĕнче ирхи апат пулнă. Уй-хир ĕçне ирпе ирех тухнă пирки урăх апат пĕçерсе чăрманма вăхăт пулман. Тинкĕле çăнăхне вĕрекен шывра юрнă та — апат хатĕр. Ăна сĕтпе е уйранпа сыпса çинĕ. Тинкĕле çăнăхне ĕççи пуçланиччен хатĕрлесе хунă. Ун валли пĕр-икĕ пăт тулă илнĕ те пысăк хуранпа çырмара /пушартан сыхланса/ пĕçернĕ. Хăш-пĕр кун унта темиçе хуран та вĕресе ларнине ас тăватăп. Пиçнĕ тĕшĕсене малтан хĕвел çинче кушăхтарнă, унтан вĕри кăмакара шатăртатакан пуличченех типĕтнĕ. Арманта авăртнă хыççăн вăл усă курма хатĕр пулнă.