Массăллă информаци хатĕрĕсен техника тата технологийĕ/Тележурналистика

Тележурналистика — журналистика тĕсĕ. Вăл журналистика ытти тĕсĕсенчен усă куракан техника тата технологи тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăрăть. Тележурналистика тĕп тĕллевĕ — телекăларăмсем туса куракансене паллаштарасси.


Чăваш Ен телекурав кун-çулĕ

тӳрлет

1961, 5 сентябрь - Пĕрмĕш хут тĕрĕслевлĕ передача Шупашкар телекурăм студийĕпе йĕркеленĕ.

1962, 16 март - Радиорелейнăй линие купаласа пĕтернĕ май Мускавран пĕрремĕш трансляци йĕркеленĕ.

1967, июль - Республика шайĕнчи телекуравçăсем тĕп телекураври передачисене тĕрлĕ йышши тĕспе курма тытăннă.

1970, ноябрь - 196 метрлă çÿллĕш телебашнĕна усă курмалла хута янă.

1976 - Йĕпреçре тепĕр телекурав сигнальне тытса илекен ретранслятор хута янă.

1980, 1 май - Пĕрмĕш тĕрлĕ-тĕслĕ передачă - Шупашкарти пĕрмĕшмай ĕçлекенсем.

1990, сентябрь - Çĕрпÿре çĕнĕ радио хумсене тытса илекен станци хута янă.

1991, январь - Вунпĕрмĕш каналпа Санкт-Птербургри телекурава кăтартма тытăннă.

1996, 15 октябрь - «Хула ТВ» студийĕн çуралнă кунĕ, «Хулари хыпарсен» пĕрремĕш кăларăмĕ.

1997, июль – Хулари телекурав çĕнĕ ята тивĕçнĕ «Шупашкар ТВ».

1998, август - Çĕнĕ Федераци патшалăх унитари предприятийĕ «Патшалăх телерадиокăларăм компании «Чăваш Ен».


Технологи

тӳрлет

Тележурналистика телекурав технологипе ĕçлет. Телекурав технологийĕ сăнарсене тата сасăсене (кĕвĕ, калаçу) куракансем патне радиосигнал (эфир телекурăмĕ) е электросигнал (кабель телекуравĕ) урлă çитерет. Телекăларăмсене ятарлă павильонсенче е натура ÿкерÿре хатĕрлеççĕ.

Цифрăллă телекурав

тӳрлет

Пĕтĕм тĕнчери çĕр-шывсем майĕпен цифрăллă телекурăм çинелле куçса пыраççĕ. 2015 çула вара Раççейпе Китай пĕтĕмпех цифрăллă телекурăм çине куçма шут тытнă. Цифрăллă телекурăмра чи лайăххи-ÿкерчĕксем тата сасă пысăк пахалăхпа уйăрăлса тăраççĕ аналогпа танлаштарсан. Тата тепĕр енчен-радиохумĕн диапозонне кăларни, ăçта кайран çĕнĕ проводасăр сеть тума пулать.

Телекурав общество шайĕнче

тӳрлет

Вăл вĕрентсе паха енсем кăтартма тата хавхалантарма пултарать, пачах та çынсем кирле енчен усă курсан кăна.

Чăвашри тележурналистсем

тӳрлет


Çывăх статьясем

тӳрлет

Кĕперсем

тӳрлет

Шаблон:Викихайлав