Султтанпике сăввисем
(Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996, ISBN 5-7670-0869 X кĕнекерен илнĕ.)
Акăшĕ ăçта?
- Акăшĕ ăçта? — Атăлта.
- Чĕпписем ăçта? — Тинĕсре.
- Атăлпа тинĕс пĕрлешнĕ чухне
- Ас илет-ши акăш чĕппине?
- Ас илет те пуль, ас илмест те пуль —
- Ун юратнă чĕппи урăх пур.
- Унталла-кунталла эп кайсассăн,
- Ас илет-ши мана чун савни?
- Ас илет те пуль, ас илмест те пуль
- Хăй юратнă ай чун чувнине.
- Ас илет те пуль, ас илмест те пуль
- Ун юратнă сар хĕр урăх пур.
- Ас илет те пуль, ас илмест те пуль
- Хăй юратнă сар хĕр çумĕнче.
- Крымски калпак — кăвак калпак,
- Тăхăнатăп ăна юлашки.
- Ай, савниçĕм ,кăвак куçăм,
- Калаçатпăр санпа юлашки.
- Ай, савниçĕм ,кăвак куçăм,
- Эп куратăп сана юлашки.
- Вуниккĕлле явнă чĕн чăпăркка
- Мĕншĕн сӳтĕлмелле пулчĕ-ши?
- Уйрăммăн çуралса, пĕрле ӳссе,
- Мĕншĕн уйрăлмалла пулчĕ-ши?
- Уйрăммăн çуралса, пĕрле ӳссе,
- Мĕншĕн уйрăлмалла пулчĕ-ши?
- Çĕнĕрен эп çуна тăваяс çук,
- Тусан та çынсене лартас çук.
- Çĕнĕрен савни тупаяс çук,
- Тупсан та киввине манас çук.
- Çĕнĕрен эп савни тупаяс çук,
- Тупсан та киввине манас çук.