Охатер сăввисем
Шупашкарта шурă пӳрт
- Шупашкарта шурă пӳрт,
- Сарă вырăс пурăнать.
- Сарă вырăс пурăнать,
- Хура чунпа туслашать.
- Пирĕн ялта хура пӳрт
- Хура чăваш пурăнать.
- Хура чăваш пурăнать,
- Таса чунпа туслашать.
Чăнлăх тĕнчи тумалла
- Какшăм шывĕ — тăрă шыв,
- Шанкăр-шăнкăр вăл юхать.
- Чăваш чунĕ — таса чун,
- Ним айăпсăртан çунать.
- Кăкшăм хĕрне эп антăм
- Тăрă шыв ăсса ĕçме.
- Шупашкар таран çурерĕм
- Тăвансене пулăшма.
- Шăнкăр шывра пулă çук,
- Атма лартни усăсăр.
- Вăйпутсенче чăнлăх çук,
- Пуçа тайни усăсăр.
- Алла çут хĕç тытмалла,
- Вăрçă хирне тухмалла,
- Тăшман пуçне касмалла,
- Чăнлăх тĕнчи тумалла.
Ристан пултăм Шупашкарта
- Ристан пултăм Шупашкарта,
- Тухса тартăм армана.
- Ристан пултăм Хусанта,
- Тухса тартăм вăрмана.
- Арманта усал арманçă
- Хуса ячĕ çав кунах.
- Вăрманта усал вăрманçă
- Йытă ячĕ çав кунах.
- Арманта та пурнăç çук,
- Вăрманта та пурнăç çук.
- Халь ăçта кайса, чăваш,
- Тупăн эс хăвна юлташ.
- Çиллĕ тăвăл — ман юлташ,
- Çутă хĕç те ман юлташ.
- Кашкăрпа упа тата
- Пулĕç пирĕншĕн юлташ.
Охатерпе Олюна
- Килтеш вăрманĕ каш-каш кашлать,
- Килтеш вăрманĕнче кашкăр ами улать.
- Кашкăр ами хăй аçине кĕтет.
- Пĕччен юлассинчен вăл шикленет.
- Питтукасси тем тĕрлĕ пăлханать,
- Питтукасси çын сассипе тулать.
- Пит хурланса Олюна макăрать,
- Хăй савнине, Охатере кĕтет.
- "Охатерĕм, савнă мăшăрăм,
- Мĕншĕн кайрăн эс Шупашкара.
- Шупашкарăн çурчĕсем шурă чуллă,
- Çыннисем вара ытла та хура чунлă.
- Вĕсем шурра кураççĕ хура пек,
- Хурана кураççĕ шурă пек.
- Вĕсемпе калаçни усси çук,
- Вĕсемпе хирĕçни усси çук.
- Охатерĕм, савнă мăшăрăм,
- Уйăх иртрĕ эсĕ кайни аçу килĕнчен.
- Мĕншĕн каялла килместĕн, Охатерĕм.
- Мĕншĕн шутламастăн ман çинчен.
- Амăрткайăк ами пулса вĕçсе пырăттăм,
- Кашкăр ами пулса чупса пырăттăм,
- Эсĕ ăçта иккенне пĕлсессĕн,
- Эсĕ мана кĕтнине пĕлсессĕн."
- Килтеш вăрманĕ каш та каш кашлать,
- Килтеш вăрманĕнче кашкăр ами улать.
- Кашкăр аçи ами патне васкать,
- Охатер çеç Олюна патне пыраймасть.
- Охатер шурă çуртра тыткăнра ларать,
- Хăйĕн Олюнишĕн питĕ тунсăхлать:
- "Олюна, Олюна, кашкăр ами пулса кил,
- Ăмăрткайăк ами пулса ман пата вĕçсе кил!.."