Авал:

Ку апата, тĕпрен илсен, хĕлле, выльăха пусса тирпейлесен пĕçернĕ. Купăстине яшка валли кĕр пуçламăшĕнчех тăварласа хунă та пăcăласран сивĕ çенĕкре тытнă. Вăл вăхăтри купăстана чĕрĕлле усрама май пулман. Яшкана эмальленĕ чукун чӳлмекпе кăмакара пĕçернĕ. Савăта пĕр харăсах шыв, купăста, какай, çĕр улми, сухан янă та çатмапа витсе тин çеç пулса çитнĕ вĕри кăмакана лартнă. Тек ăна çиме вăхăт çитмесĕр те тĕкĕнмен. Чылай вăхăт лăпкăн вĕресе пĕр пăс кăлармасăр пиçнĕ яшка питĕ техĕмлĕ пулнă. Кăмака яшки теççĕ ăна чăвашсем

Пĕçермелли хатĕрсем

Тăварланă купăста 300 гр., шыв 2 литр, какай 400 гр., çĕр улми 300 гр., сухан 1 пуç.

Мĕнле пĕçермелли

Яшкана эмальленĕ чукун чӳлмекпе кăмакара пĕçермелле. Савăта пĕр харăсах шыв, купăста, какай, çĕр улми, сухан ямалла та çатмапа витсе тин çеç пулса çитнĕ вĕри кăмакана лартмалла. Тек ăна çиме вăхăт çитмесĕр те тĕкĕнмелле мар. Чылай вăхăт лăпкăн вĕресе пĕр пăс кăлармасăр пиçнĕ яшка питĕ техĕмлĕ пулать. Кăмака яшки теççĕ ăна чăвашсем.