Купăста кукли

Купăста кукли - купăстапа кăмакара пĕçернĕ кукăль.

Пĕçермелли кĕнеке
Тупмалли

Рецептсем
Алфавитла
Пĕçермелли хатĕрсем
Kökstermer
Matlagningsmått

Мĕн кирли

тӳрлет

Пĕр килограмм кукăль хатĕрлеме чуста валли каять:

  • çăнăх - 410 г.
  • сахăр - 16 г.
  • çĕпре - 13 г.
  • çур çăмарта
  • çу - 25 г.
  • тутанса тăвар.

Ăшлăх валли:

  • тутлă купăста - 500 г.
  • сухан - 70 г.
  • ик çăмарта
  • услам çу е сив çу - 100 г.
  • тутанса тăвар.

Мĕнле пĕçермелли

тӳрлет

Тутлă купăста пуçне вĕттĕн турамалла, вĕреме кĕнĕ шывра 7-8 минут вĕретмелле, шывĕнчен сăрăхтармалла, пăрмалла. Вара унта чăмăрла пĕçерсе туранă çăмарта, услам çу е сив çу, тăвар ямалла. Унаса тата йĕтĕрлесе сарнă çĕпре чустине çу сĕрнĕ тимĕр листи çине хумалла, çурри çине купăста ăшлăхне пĕр пек тикĕслесе хумалла, çурри çине купăста ăшлăхне пĕр пек тикĕслесе хумалла, çиелтен чустан тепĕр çуррине хуплаштармалла, хĕррине чĕпĕтмелле. Çакăн пек хатĕрленĕ хатĕрленĕ купăста кукăльне хăпарса çитме ăшă çĕре лартмалла, лăканă чĕрĕ çăмăртапа сĕрмелле, темиçĕ çĕртен тирмелле те кăмакара сараличчен лартса пĕçермелле.

Мĕнле памалли

тӳрлет

Ку кукăлĕ вĕрилле е ăшăлла вĕретнĕ сĕтпе е кофĕпе параççĕ.

Сĕнӳсем

тӳрлет