Интернетра информаци шыравĕ/Яндекс
Яндекс — раççейри интернет-компани. Вăл Yandex.Ru портала тытса тăрать. Yandex.Ru порталăн тĕп тĕллевĕ - усă куракансен ыйтăвĕсем çине хуравласси. Ыйтусем курăмлă тата курăмсăр пулма пултараççĕ. Курăмлă ыйтусене шырав йĕркинче çырмалла, Yandex.Ru вара вĕсем çине шырав кăтартăвĕн страницисем çинче хуравлать. Курăмлă мар ыйтусем çине (тĕслĕхрен, «мĕнле паян çанталăк?», «мĕн пулса иртет тĕнчере?» тата ыт. те) Yandex.Ru хăйĕн справка сервисĕсемпе хуравлать.
Истори
тӳрлетYandex.Ru шырав системи çинчен 1997 çулхи авăнăн 23-мĕшĕнче Softool выставкăра официаллă пĕлтернĕ. Çав вăхăта вăл ытти шырав системисенчен уйрăлса тăнă. Вăл документсен хăйне евĕрлĕхне тĕрĕсленĕ. Унсăр пуçне Yandex.Ru вырăс чĕлхин морфологине шута илнĕ. Сăмахсен шутне çеç мар, унăн пĕлтерĕшне, сăмахсен хушшинчи расстоянине, вĕсен документри вырăнне палăртнă.
Тепĕр икĕ уйăхран, 1997 çулхи чÿк уйăхĕнче «где купить компьютер», «генетически модифицированные продукты» или «коды международной телефонной связи» йышши вăрăм ыйтусем çине чăн-чăн хуравсем тупма пулнă.
1998 çулта Yandex.Ruра усă куракансем „пĕр пек документ тупмалли”, серверсен списокне, панă датăсен диапазон тата юлашки шырав результачĕсене тупма пултарнă.
2005 çулта Яндекс «Новости в лицах» хатĕрленĕ (паянхи кун вăл «Яндекс.Пресс-портреты» [w:Интегрум|«Интегрума»] прависене илнĕ. «Сегодня в лицах» серверне усă курма пултараççĕ.
Шырав сервисĕсем
тӳрлетШыравлă-информациллĕ
тӳрлет- Шырав Пĕтĕм PDA интернетра;
- Каталог Алăпа суйланă PDA сайчĕсем;
- Хыпарсем Кун хушшинче мĕн-мĕн пулса иртни;
- Блогсемпе форумсенче шырани Интернетра çак вăхăтра мĕн пулса иртни;
- Маркет Таварсене шырани;
- Авто Автомобильсене пĕлтерÿсем тăрăх шырани;
- Словарьсем Энциклопедисем тата справочниксем, ют чĕлхесем;
- Видео Роликсемпе видеохостингсем шырани;
- Ÿкерчĕксем Ÿкерчĕксем шырани;
- Картăсем Картăсемпе усă курни;
- Пробкăсем Хăш вырăнта пробкăсем пулни;
- Расписанисем Поездсемпе самолетсем мĕнле çÿрени;
- Адрессем Организацисемпе вĕсен адрĕсĕсене шырани;
- Афиша Пушă вăхăта мĕнле ирттермелле;
- Кĕнекесем Кĕнекесене, изданисене тата авторсене шырани ;
- Çанталăк Раççейре тата ют çĕр-шывсенче;
- Телепрограмма PDAн центр, спутник, регион каналĕсем;
- Вăхăт Хуласен хушшинчи вăхăт уйрăмлăхĕсем.
Шырав тĕсĕсем
тӳрлет- çемье;
- япăх куракансем валли;
- дзен;
- аскетикăллă (Ya.ru);
- анлă.