Интернетра информаци шыравĕ/Шырав системи

Хыпарсене шырани тӳрлет

Çынсем Интернетпа час-часах çĕнĕ хыпарсем пĕлме усă кураççĕ. Куншăн тĕрлĕ сайтсем тăрăх хыпарсен çĕнетĕвĕсене шыраса çÿреме кирлĕ мар, пĕр-пĕр хыпар сервисне кĕмелле кăна. Халĕ кашни шырав системинче тенĕ пекех хыпар сервисĕ пур.

Google News тӳрлет

Çак сервиса Google компани 2002 çулта хута янă. Google News тĕнчери чи паллă информаци источникĕсенчен (BBC, CNN, Guardian, Washington Post, т. ыт.те) информаци пухса хыпарсен ячĕсене темиçе категори тата пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлать.

Яндекс. Новости тӳрлет

Яндекс. Новости — Раççейри чи пĕрремĕш хыпарсемпе ĕçлессине автоматизациленĕ служба: ятарлă программа килсе пыракан информацине тишкерсе пĕр пек содержаниллĕ хыпарсене уйăрать, вĕсем валли аннотацисем туса хатĕрлет, тата кунăн тĕп темине палăртать.

Сайт çинче çĕнĕ хыпарсене кăна мар, 2000-мĕш çултан пуçтарăннă пысăк архиври хыпарсене те тупма пулать.

Блогсенче шырани тӳрлет

Юлашки çулсенче блогсем (онлайн-дневниксем) нумайланнине пула шырав системисем вĕсенче те информаци шырамалли май туса параççĕ. 2004-мĕш çулта Яндекс шырав служби блогсенче шыракан сервиса тĕрĕслеме пуçланă. 2006 çулта сервиса çĕнетнĕ, халĕ вара вăл общество шухăшĕн индикаторĕ пекех пулса тăрать.

Кĕнекесенче шырани тӳрлет

В октябре 2004 года, на книжной выставке во Франкфурте, Google представила сервис Google Print. 17 ноября 2005 г. его название было изменено на Google Book Search. Этот сервис выполняет полнотекстовый поиск по книгам, которые Google сканирует и сохраняет в своей цифровой базе данных.

Кроме того, в рамках своего сервиса Google.Scholar служба предоставляет услуги поиска научной информации. В Рунете аналогичным поиском занимается ресурс Scholar.ru.

Словарьсенче шырани тӳрлет

Яндекс.Словари службăн тĕллевĕ — Интернетпа усă куракансене пурнăçăн пĕтĕм енĕсем çинчен чи пахалăхлă, шанчăклă тата актуаллă информаципе тивĕçтересси.

2006-мĕш çулăн уйăхĕнче Яндекс справочный литературăн электрон словарьне тумалли программа уçнă. Çак программа тăрăх компани, кирлĕ правасем илсе, чи интереслĕ словарьсемпе энциклопедисене цифровой формата куçарать те Интернета кăларса хурать. Кунсăр пуçне, проектпа килĕшÿллĕн, тăтăшах çĕнĕ словарьсемпе энциклопедисем хутшăнса пымалла.

Ӳкерчĕксем шырани тӳрлет

Яндекс.Картинки служба хăй тĕллĕн Рунетра стандартлă графикăллă форматсенчи (jpeg, gif, png) ÿкерчĕксене тупать.