Интернетра информаци шыравĕ/Сăмахсарсенче шырани
Интернет аталанăвне кура онлайн-сăмахсарсемпе усă курма пулать. Онлайн-сăмахсарсем ике пая пайланаççĕ: энциклопедиллисем тата лингвистикăллисем. Тĕплĕнрех Википедире пăхма пулать.
Энциклопеди сăмахсарĕсем
тӳрлетЭнциклопеди сăмахсарĕ — пĕтĕмĕшле сăмахсар. Энциклопеди сăмахсарĕсенче тĕрлĕ ăнлавсемпе терминсен пирки пĕлме пулать. Сăмахсарта тĕрлĕ ăсчахсем, литература ĕçченĕсем, ÿнерçĕсем пирки вуласа пĕлме пулать. Унсăр пуçне сăмахсарта географи тата топологи вырăнĕсемпе паллашма май пур.
Чи пысăк вырăсла проектсенчен «Рубрикон» порталне асăнмалла. Ăна 2000 çулта уçнă, халлĕхе текстсемпе ÿкерчĕксемлĕ 62 энциклопедийпе паллă. Чылай материалĕсем тÿлевлĕ.
«w:Википеди:Википедипе» те усă курма пулать, ăçта кашниех материалне кĕртме, тÿрлетме пултарать. Вăл та ытти сайтсемпе тупăшать, 2006 çулхи çуралан 17-мĕшĕнче кăна 1,3 млн статьяран кая мар çырнă.
Лингвистика сăмахсарĕ
тӳрлетЛингвистика сăмахсарĕсен тĕллевĕ — вĕсенче сăмахсен информацийĕ упранать.
Лингвистика сăмахсарĕсен тĕслĕхсем:
- ăнлантару,
- ют чĕлхе сăмахĕсен,
- этимологи,
- орфографи,
- орфоэпи,
- фразеологи,
- синонимсемпе антонимсен тата омонимсен,
- лингвистика терминĕсен,
- синтаксис сăмахсарĕсем.
Ăнлантару сăмахсарĕ сăмахсене ăнлантарать. Сăмахсен ăнлавне пĕлес тесен вĕсене тĕпчемелле.
Сăмахсем ăçтан пуçланса кайнине, истори улшăнса пынă май сăмах еплерех урăхланнине сăнама пулăшать историллĕ тата этимологиллĕ сăмахсарсем.
Фразеологиллĕ сăмахсарĕсенче улшăнман сăмахсен çаврăнăшне тупма пулать. Вĕсен историне тата усă курни пирки те çителĕклĕ çырса панă.
Сăмахсене тĕрĕс çырма, калама орфографиллĕ сăмахсарĕ пулăшать. Унсăр пуçне грамматикăлла сăмахсарĕсем пулăшаççĕ. Вĕсем сăмах тытăмĕ пирки ăнлантараççĕ.
Лексика сăмахсарĕсен тĕслĕхĕсен те ĕçĕ пысăк: синоним, антоним, омоним, пароним пирки те тĕплĕн çырса панă.
Google Сăмахсарĕсем
тӳрлетЯндекс Сăмахсарĕсем
тӳрлетЯндекс службисен тĕллевĕ. Сăмахсарĕсем Интернетпа анлăн усă куракансем валли тĕрĕс, актуаллă тата кирлĕ информацине тупма пулăшаççĕ. Информаципе паллашма универсаллă тата тематикăлла энциклопедисем, ыйту кĕнекисем,вырăсла тата ют çĕршыв чĕлхисен сăмахсарĕсем нумай ĕçлеççĕ. Çак сервиспа усă курса сăмахсене тĕрлĕ чĕлхесем çине куçарма пулать.
2006 çулхи авăн уйăхĕнче Яндекс электронлă вулавăшăн ыйту литературин прграммине чылай çăмăллатнă.Çавăнпа та компанин Интернетра кăсăклă сăмахсарĕсемпе тĕрлĕ пайсем çине сапаланакан энциклопедисене пичетлеме ирĕк пур.Çĕнĕ сăмахсарĕсем тата энцеклопедисем кунсерен çĕнĕлсе пыни аван.
Кĕперсем
тӳрлетВырăс чĕлхиллĕ онлайн-энциклопедийĕсем
- Википеди
- Викиăсчах
- Рубрикон
- Пысăк совет энциклопедийĕ; Брокгауза тата Ефрона пĕчĕк энциклопеди сăмахсарĕ (Яндекс ресурсĕ)
- Яндекс Энциклопедийĕ — ыйту информаципе тĕплĕн паллаштаракан ресурсĕ.
- Википĕлĕвĕ
- «Кругосвет» энциклопедийĕ
- 15 универсаллă тата ятарлă энциклопедийĕ on-line
- Пысăк совет энциклопедийĕ релевант статйисемпе пуçтарни (strelna.ru)
- Пысăк совет энциклопедийĕ: хăвăрт шыраса тематикăпа лартни sky-net-eye.com
- Open Encyclopedia Project
- MegaBook
Онлайн-сăмахсарĕсем
- Электронлă сăмахсар Сăмахсене чăваш чĕлхинчен вырăс чĕлхине куçару онлайн-сăмахсарĕ.
- Мультитран — вырăсла, акăлчан, нимĕç, француз, итали, испан, голланди, латыш, эстони, япон, калмăк, африкаанс тата эсперанто чĕлхисенчен куçарма пулăшать. Системине тултармалли тата тÿрлетмелли майсем пур.
- МультиЛекс Онлайн: итлеме май паракан 7 чĕлхеллĕ сăмахсарĕсем — вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, французла, испанла, италилле, португалилле, узбекла сăмахсене итлеме май парать. Ăнлантару сăмахсарĕсем. Ятарлă лексикăна куçарма пулăшакан тематика сăмахсарĕсем.
- Онлайн-сăмахсарĕсем — куçарусене шырама пулăшакан сăмахсарĕсем (акăлчанла, вырăсла, французла, украинла, белорусла, армянла тата ыттисем те.), ыйту кĕникисенчи шыравĕ (биографи, Раççей çĕршывĕн почта кодчĕсем тата ыттисем те.), текстсен онлайн-куçарăвĕ.
- Сăмахсарĕсен тĕнчи — мĕн пур сăмахсарĕсенчи шыравĕ.
- КОНТЕКСТ — Акăлчанран вырăсла, вырăсларан акăлчанла куçармалли сăмахсарĕсем.
- Вырăсла-румынла сăмахсарĕ.
- Вырăсла-литовла сăмахсарĕ.
- Вырăсла-украинла сăмахсарĕ.
- Вырăсла-турккăлла сăмахсарĕ.