Интернетра информаци шыравĕ/Компьютер программине шырани

Кирлĕ программăна ятарласа тунă сайтсенче шырама канлĕ, вĕсем программа каталогĕсем ятлă. Хальлĕхе интернетра каталог программисен шучĕ питĕ пысăк. вырăсла усă куракансенчен чи палăрса тăраканнисем СОФТ@Mail.Ru ( http://soft.mail.ru/ ), Freeware ( http://freeware.ru/ ) и Softodrom ( http://www.softodrom.ru/ ). Урăх чĕлхесенчен илнĕ программа обеспеченисенчен çаксене паллă тумалла Download.com ( http://www.download.com/ ) и Tucows Downloads ( http://www.tucows.com/ ).

Кирек хăш программа каталогĕн сайтне кĕрсен, малтанах категори суйламалла, хăшĕн çумне искер программа хутшăнать. СОФТ@Mail.Ru каталог сайчĕнче, тĕслĕхрен, 14 каталог пур, Интернет пеккисем, система программисем, програмăласси, вăйăсем тата вун-вун. Хыççăн пирĕн категорийĕн пĕчĕк пайĕсене суйлама тивет. Тĕслĕхрен, Интернет категорин Softodrom каталогĕнче категорин пĕчĕк пайĕсем шутне Браузерсем кĕреççĕ,Дозвонщиксем,Почта программисем тата ыт. те. Çакăн хыççăн эсир программăна лекнĕ сире кирлĕ категорийĕн пĕчĕк пайĕн списокне куратăр. Список пĕр страницăпа кăна пĕтмест. Шырав машинисенче список страницисем тăрăх куçса çÿрени шырав результачĕсенче çÿрени пекех иртет.

Пĕр страницăра сире кирлĕ программăна тупса ун çине пусмалла. Сирĕн компьютер çине программа файлне вырнаçтарас маллаллахи процесс тĕрлĕ ПО каталогĕсенче кăшт уйрăлса тăрать. Ытларах чухне вырнаçса пĕтнĕ страницăра тухнă тие (Download)тесе çырнă сăмаха тупса ун çине пусмалла.

Тепĕр енчен те пыма юрать,категорипе категорин пĕчек пайĕсене суйламасăр та пулать, хăшсем патне искер программа кĕрет.Çакăн валли ятарласа тунă каталог сайчĕ çинчи тăваткал ăшне унăн ятне çырса(е çур ятне кăна) Enter тÿмми çине пусмалла. Кун хыççăн экран çине эсир ыйтнă программăсен списокĕ тухать.