Интернетра информаци шыравĕ/Интернетри архивсенче шырани

Веб-сайтăн тĕкĕрĕ — сайтăн пухăвĕ, ытларах чухне Интернетри ытти серверсемпе ĕçлет. Енчен те эсир тĕп тунă веб-страницăна шыратăр пулсан страницăн тĕкĕрне шыраса пăхăр.

Веб-сайтăн тĕкĕрне тупма питĕ çăмăл: паллă текстăн пайне шырав системипе тупма тăрăшмалла. Енчен те страницăри тект пачах та паллаканни мар пулсан, страницăн е файлăн ятне шырăр. Шырав системинчи страници тупăнмарĕ пулсан Интернет архивĕпе усă курăр.

Интернет архивĕ — тĕнче программи. 1996 çулта Сан-Франциско хулинче пуçарса янă. Пĕр проекта "The Wayback Machine" (акăлчанран "Вăхăт машини" тесе куçать) Интерентри веб-сайтсене упрамашкăн тунă. Çак сервер Интернетри пĕтем страницăна пăхса тăма пулăшать. Çавна май информацине те упрать. Малтанхи иформацине тасатнă пулсан та маларах çырнипе паллашма май пур. Файлсемпе те çаплах.

Кĕперсем

тӳрлет