Интернетра информаци шыравĕ/Апорт

Апорт (Aport) — чи пĕрремĕш шырав системисенчен пĕри.

Апорт системисен историйĕ

тӳрлет

Апорт системи çинчен пĕрремĕш хут 1996 çулхи февраль уйăхĕнче "Агма" компани ирттернĕ пресс-конференцинче пĕлтернĕ. Официаллă презентацийĕ вара 1997 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ. Унччен Апорт шырав системинче 10 пин серверта вырнаçнă пĕрремĕш миллион документ индексленнĕ. Портала йĕркелесе яраканĕ "Агма" компани пулнă.

1998 çулхи ноябрь уйăхĕнче Aportа Израильте пурăнакан Джозеф Авчука сутнă. 1999 çулта Авчук палăртнă каталога AtRus ят парать. Ку ĕçлекенсене анлăрах шырав мелĕпе усă курма меллĕрех пулнине палăртать. Шырава каталогри рубрикăсем тăрăх пĕтĕмлетме пулать.

2000 çулхи июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче «Golden Telecom» «Агаман» темиçе интрент-проектне туяннă. Вĕсен шутĕнче Апортпа AtRus та пулнă. 2001 çулхи май уйăхĕнче вара Апорт хуçипе «Golden Telecom» хушшинчи ылмашăну йышăнăвĕ пĕтсен «Альфа-Банк» çĕнĕ хуçана ларнă.


Апорт системипе усă курса хыпар шыравĕ

тӳрлет

Çак системăра хыпар шырама йышăннă опраторсемпе усă курса пулать:

  • хушă хăвармалли операторсем

" - сăмах майлашăвĕсене е ун евĕрлисне тупма пулăшакан кавычкăсем. Тĕслĕхрен: "юр çинчи улмасем" ята шырава ярсан, "юр çинчи улмасем", "улмасем тата юр", "юр айĕнчи улмасем" ятлă докумантсем тупăнĕç.

сл2(...) - ку оператор сăмахсене уйăрма май парть (иккĕ кунта тĕслĕх). Эсир çырнă сăмахсем, калăпăр 5 сăмах хушшинче тĕл пулччăр тесен çапла çырмалла: сл5 (университет студент зачет). Çапла вара "университет", "студент", "зачет" сăмахсем хушшинче икĕ сăмахран ытлашши пулмасть (сăмах майлашăвĕнче вара пурĕ 5 сăмах пулать).

  • шухăшлав операторĕсем

и - И оператор ăна антарма май пуррине ăнлантарать: шырав системи тата шырав И системи иккĕш те пĕр пек. Икĕ мелпе усă курсан та, кирлĕ документа шыраса тупма пулать.

ИЛИ - ку оператор шырава янă документсене пĕр сăмах тăрăх тупма май парать. шырав ИЛИ системи тесе çырсан пĕр-пĕр сăмахĕ тăрăх тĕрлĕ докуменета тупма пулать.

не - шухăшлав НЕ операторĕ хыççăн палăртнă сăмахсемпе документсем тупма пулать. звери НЕ ушкăн тесе çырсан "звери" ятлă , анчах "ушкăн" сăмахсăр документ тупăнать.

()- çак операторпа хăвăртИЛИлайăх сăрлани тесе çырсан "хăвăрт" е "лайăх" тата пĕр вăхăтрах "сăрлани" сăмахсем пур документсем тупăнаççĕ. (хăвăрт е лайăх) сăрлани тесе çырсан "хăвăрт" "сăрлани" е "лайăх" "сăрлани" тăл пулакан сăмахсем пур документсем тупăнаççĕ.

  • адрес тăрăх шырама май паракан операторсем

url= - ку оператор ыйтнă сайтра шырав системинче индексленнĕ документсен пуххине тупма пулăшать. Тĕслăхрен, url=www.diary.ru ыйтнипе www.diary.ru. сайтра тупăннă пур документа та курма пулать.

  • палăртнă полясем тăрăх шырамалли операторсем

title= - палăртнă полясенчи сăмах е сăмах майлашăвĕсене çавра скобкăна илмелле, вара малтанхи докусенсенче те тупма пулать. title=(улма-çырла е пахча-çимĕç) шырава ярсан улма-çырла е пахча-çимĕç ятне палăртакан документсем тупăнĕç.

keywords= - палăртнă поляри сăмаха е сăмах майлашăвне çавра скобкăна илсе META KEYWORDS документсен полинче шырамалла. keywords (улма-çырла е пахча-çимĕç) шырава ярсан, автор тĕп сăмахра улма-çырла е пахча-çимĕç ячĕсемпе палăртнă документсем тупăнĕç.

alt= - палăртнă поляри сăмаха е сăмах майлашăвне çавра скобкăна илмелле те ALT полисенче (ÿкерчĕке хаклани) шырамалла. alt(Дмитрий Медведев) ята шырава ярсан хакланă ÿкерчĕклĕ, Дмитрий тата Медведев ятлă документ тупăнать.

anchor= - палăртнă поляри сăмаха е сăмах майлашăвне çавра скобкăна илсен текс кĕперĕсенче шырамалла. anchor (эмосене чăтма пултараймастăп) тесе çырсан текст кĕперĕсенче (эмосене тата чăтма пултараймастăп) тĕл пулакан сăмахсемлĕ документсем тупăнĕç.


Кĕперсем

тӳрлет