Ђăваш ђĕлхийĕн крамматтикĕ (фонеттик, морфолоки, çинттăкçис)

Умěн каланă сăмах тӳрлет

Пурнђен малтан терминсем çинђен. Вěсем тискеррěн туйăнаççě. Вăл нумай япаларан килет; пуринђен ытла хăнăхнăран. Нимěç вăрçи тухсан, Петербург вырăнне Петроград каламалла турěç, кайрахран тата Петроград темелли те пěтрě, Ленинград темелле пулђě. Çак сăмахсене çěнě майлă калама йывăрри нимěн те çук, анђах вěсене çěнěлле калама çапax йывăр - ђђě, хăнăхса çитиђђен вăхат ђылай иртрě. Чăвашла терминсем те çавăн пекех.

Иккěмěшě акă мěн. Терминсене кăларасси çăмăл ěçех мар. Çавăнпа çěнěрен кăларнă хăш термин йурăхсăр пулма та пултарать, пулкалать те.

Ку иккěмěш кăларăмра епěр хăш терминсене улăштартăмăр Термисене улăштарса пыни пěр йенђен аванах та мар: палах çěнě термина хăнăхмалла. Çапax та кăмăла кайманнине улăштармасан та май килмест: терминсене майěпен йусаса хумаллах. Терминсене ку кăларăмра çапла йышăнтăмар:

Теп самах, сыпăксăр сăмах - простое слово, слово без аффикса: сурăх, пÿрт, кай, кěр.

Сыпăклă сăмах - производное слово: сурăх-căp, пÿрт-ри, лар-т.

Вěçленекен тěп - склоняемая основа, сăпатланакан тěп - спрягаемая основа: пулăçă, кайакан, çыркала, тутар. Пуçламăш тěп: пулă, кай, çыр, ту.

Йěкěр сăмах - скрещенное слово: aђa - пăча, кукăр-макăр, сÿс-кантăр.

Хутла самах—сложное слово: çăварни, асатте.

Татăк, самах татăкě – слог: ђÿ – ре – ђе.

Сыпăк - аффикс: пулă-çă-сем.

Сăмах тымарě, тымар - корень слова: уй-ах, йăт-ă, тăл-ăх.

Саспалли - буква.

Уçă сасă - открытый звук, гласный звук: хупă сасă - за¬крытый звук, согласный звук.

Йанăра сасă - звонкий звук: йанăраман сасă - глухой звук.

Хытă сасă - твердый звук, çемçе сасă - мягкий звук. Вăслакан сасă - свистящий звук: с; ђăшлакан сасă – шипящий звук: ш,ç.

Уçă сăмахсен килěшěвě - гармония гласных.ç

Уçă сăмахсен мăшăрлăхě - парность гласных.

Сасăсем ылмашни - чередование звуков.

Пусăм - ударение.

Ěçхěл - глагол.

Тавăрăну ěçхěлě - глагол возвратный: çыр - ăн.

Пулайу ěçхěлě - глагол возможности: илеймерěм, тăвайатăп.

Хирехирěç ěçхěлě - глагол взаимности: çап-ăç.

Темиçехут ěçхěлě - глагол многократности: çап - кала.

Тутарттару ěçхěлě - гл. понудительный: çаптар.

Пулăшу ěçхěлě – воспомогательный глагол: çисе яр, парса яр.

Хальхи вăхăт - настоящее время, пулас вăхăт - будущее

время:

Курса иртнě вăхăт - прошедшее неочевидное (неопре¬деленное): Ěнер çумăр çуна. Епě хытă çывăрнă.

Темиçе хут пулса иртнě вăхăт - прошедшее многократное или несовершенное: лараŤђě.

Малтан курса иртнě вăхăт - прош. предварительное дейст¬вие: ларсађђě.

Малтан курмасăр иртнě вăхăт - предварительное состоя¬ние: ларнăђђě.

Тăвас килни тайăмě - сослагательное наклонение: ларě-ђђě.

Килěшÿ тайăмě - уступительное наклонение: ларин.

Хушу тайăмě - повелительное наклонение: кай, ан кай.

Сăпат - лицо. Сăпатла - спрягать. Сăпатлав - спряжение. «Сăпат» самаха сăн - сăпат тенинђен илнě.

Пайташ—причастие: вулакан, вуланă, вулас, вуламалла. Причастие тени крамматикре пайсенђе тăраканни тени пулат. «Читающий» сăмаха илер. Пěр йенђен вăл ěçхěлсен ушкăнěнђе тарат, мěншěн тесен, ěçхěл пекех, вăхăта пěлтерет; тепер йенђен паллă йађěсен ушкăнěнђе тăрат, м. т. несěле пěлтерет, тата вěçленет. ђăвашла «вулакан» тенě самах та çавăн майлах - тěрлě ушкăнра тарат: ěçхěл пек, пуплевре хуçа çумě, тытăнсатăран çумě пулат; тата паллă йађě пекех, скер сыпăка йышăнат: вулакан кěнеке, вулаканскер.Пайташ сăмахра «пай» уйрăм тенине, «таш» - пěрле тенине пěлтерет. Çапла вара пайташ тени «тёрлё» пайпа пěрли, «тěрлě» ушкăнри самахпа пěрлитени пулат.

Ěçхěлтеш – то, что соответствует деепричастию: кайа вуласа, вуламассерен. Ěçхěлтеш вал ěçхěлтен пулнă улшăнман сăмах. Пуплевре вăл ěçхěлпе прле (ěçхěл çумě) пулат: Петěр «васкаса ěçлет. Йакку кула кула çиет. Ěçхěлпе пěрле пулнăран ăна ěçхěлтеш теме пулат.

Вěçле - склонять, вěçленет - склоняется; вěçлесе пар, вěçлесе_тух – просклонять; вěçлев - склонение, вěçлевлěх – падеж.

Йат вěçлевлěхě - именительн. падеж.

Камăнлăх в. - притяжательный падеж; падеж, показываю¬щий принадлежность (родительный падеж).

Пару в. - дательный падеж, входный падеж.

Тăву в. - об'ективный (винительный) падеж. Айăплав вěç¬левлěхě теме май килмест, мěншěн тесен «айапла» сăмах ђăваш ђěлхинђе пару вěçлевлěхне ыйтат.

Вырăн в. - местный падеж.

Туху в. - исходный падеж.

Пěрпулу в. - совместный падеж.

Пирке в. - причинноцелевой падеж.

Йен в. - направительный падеж.

Пěреллě хисеп – един. число. Нумайлăх хисеп - множе¬ственное число.

Йапала йађě - имя существительное.

Несěл - род; ар несěлě - муж. род; ама несěлě - жен. род. Паллăмар несěл - средний род (неопределенный род). Несěл тени ђăваш ђěлхинђе йăх тени: Йăх йăха туртат, несěл несěле туртат, теççě.ђТанлаштару кěлетки - сравнительная форма: тасарах, ытларах.

Пěрремěш хайтару: аванскер, çěнěскер, симěсскер пек самахсем. Иккěмěш хайтару: аванни, çěнни, симěсси пек самахсем. «Хайтарусем» вěсем паллă йађěнђен пулнă вěçленекен сăмахсем, анђах кěлетки йенђен те, пуплеври вырăнě йенђен палла йађě (хуçа çумě, тытăнсатăран çуме) мар, хăйтăруллă сăмах.

Вăйла паллă йађěсен (вăйла паллăсен) кěлетки - та форма, которая соответствует термину «превосходная степень» : таптаса, вěрçěнě, пит хытă.

Сум йађěсем - имена числительные.

Шут сумěсем - числительные количественные: пиллěк.

Ι. ђăваш ђěлхийěн фонеттěкě.

1 §. ђăваш çырăвěн саспаллисем.

ђăваш çырăвěнђе 37 саспалли. Всенђен саккăрăшне: А, Е, У, Ў, Ы, И, Ă, Ě саспаллисене уçă саспалли теççě; ыттисене, вунçиђђěшне: В, Л,Љ, М, Н, Њ, Р, И, П, С, Ç,T, Ť, ђ, Ш, К, X саспаллисене хупă саспалли теççě.

Вěсене çапла йат акă мěншěн панă: А, Е, У, Ў, Ы, И, А, Ě сасăсем уçă сасăсем: вěсене каланă ђух, çăвар уçă тăрат. В, Л, Љ М, Н, Њ,Р, Й, П, С, Ç, Т, Ť, ђ, Ш, К, X сасăсем хупă сасăсем—вěсене каланă ђyx, çăвар пěтěмпех хупă тăрат, йе хупăнарах тăрат. Çакăн пирки вара çав паллисене те хăшне уçă саспалли теççě, хăщне хупă саспалли теççě.

Хыттăн йе çемçенěн илтěннине пăхса, уçă сасăсене икěпайа уйăраççě: Хыттисем А У Ы Ă Çемçисем Е Ў И Ě


Вăрăмăн йе кěскенěн илтěннине пăхса, уçă сасăсене тата урăхла уйăраççě: А, У, Ы, Е, У, И, сасăсене варăм сасă теççě; А, Ě сасăсене кěске сасă теççě. ђăнах та, Ă-па Ě сасăсем хăш сăмахра: тěслěхрен, тăрас, утмăл, çирěм, кěрес сăмахра ытла та кěскен илтěнеççě.

ђ,Ç, Ť, Љ, Њ, Й сасăсене, йаланах çемçе илтěннěрен, (çемçе хупă сасă теççě.

Халě каланă 25 саспаллирен пуçне тата, ђăваш ђěлхинђе О, Ф саспалли пур. О-уçă сасă. Ф-хупă сасă. Вěсене йут ђěлхесенђен куçнă сăмахсенђе çыраççě.

Уçă сасăсем

2 §. А.

ђăваш ђěлхинђе А таса илтěнет. Çавăнпа епěр,. ђăваш кěнекинђe А саспаллине курсан, ăна йаланах А тесе вуламалла: лаша, пайан, ыран.

Вырăс ђěлхинђи А апла мар. Вырăс ђěлхинђи А, пусăмлă пулсан анђах, таса илтěнет. Пусăм пулмасан, вăл хăш тěлте ђăвашла А сасă пек илтěнет. Сахар, лошадь, думал, парта сăмахсене илер. Сак самахсенђe пусăмлă А таса ил¬тěнет, пусăмсăр А таса илтěнмест, ђăвашла А пек илтёнег*).

Шупашкар уйесěпе ěлěкхи Кармаш уйесěнђе хăш тěлсенђе А сасăллă татăк хыççăн пулакан А сасса О майлă—А°, йе О тесех калаççě: пăта—пăта°, вăрман—вăрма°н, кăмака —кăма°ка°.

3 §. Е.

Е вырăсла Э сасă майлă, йе перо, петь сăмахсенђи Е сасă пек. ђăвашла Е саспалли пěр сасса кăна пěлтерет—Е сасса.

Вырăсла Е саспалли сăмах пуçламăшěнђе, Ъ-па Ь умěнђе пулсан, тата уçă сасăсем умěнђе пулсан, икě сасса пěлтерет—Й, тата Э сасса: Егор—Йэгор, лает—лайэт, сест—сйэст, стихотво¬ренье-стихотворенйэ. Йе илтěнсен, ђăвашла çырасса та пе çыраççě: йепле, тийек, Йетěрне.

Вырăслипе танлаштарса пăхсан, ђăвашла Е йаланах таса, уçă илтěнет. Вырăсла Е апла мар. Тěслěхрен: ведь, видеть, учитель сăмахра вăл ђăвашла И пек илтěнет; пишет, пляmem сăмахра ђăвашла А пек илтěнет: пишăт, пляшăт*).'

4 §. У.

Пашалу, лашу, тата упа, нумай тенě сăмахсенђи У са¬сăсене хытăрах итлесе, пěр-пěринпе танлаштарса пăхар. Мěн сисетпěр епěр?—У сасă сăмах тěпě вěçěнђе; таса, уçă ил¬тěнет; сăмах пуçламăшěнђе йе варринђе тасах илтěнмест.

Тури ђăвашсем çавăн пек таса илтěнмен У сасă вырăнне О калаççě: тěслěхрен, укçа, нумай, ура тес вырăнне окса, номай, ора теççě. Сăмах тěпě вěçěнђи У сасса вěсем те У тěрěсех калаççě: aпy, пашалу, ору, оксу теççě.

Хăш калаçура ђăваш ђěлхи О сасăпа У сасă пěр сă¬махра çывăх тăнине йуратмаст. Çавăнпа пěр-пěр вырăс сăмахěнђе О сасăпа У сасăта пулсассăн, çавăн пек сăмахсене ђăваш ађисем тÿрех тěрěс калаймаççě: хомут тес вырăнне хомот йе хумут теççě, пою тес вырăнне пойо йе nyйy тeççě.

5 §. У.

Вырăссен Ў сасă çук. Ў калас тесессěн, тутана, У калана ђухнехи пекех, ђăмăртамалла, анђах шěвěртсе маларах тăсмалла, тата ђěлхе вěçне çÿлерех çěклемелле: çÿхе, çÿпçе, çÿлěк, çÿхÿ.

6 §. Ы.

Ы сасса -йăвашла та, вырăсла та пěр пекех калаççě. Анђах йаланах мар. Вырăсла Ы красный,

ђăваш ђěлхинђе Ы сасă çемçе хупă сасăсем—Т, Ç,ђ хыççăн çемçелет те, çемçенěн—И пекех белый, тата ытти çавăн пек сăмахсенђе ђăвашла А пек илтěнет.йе И майлăрах илтěнет: çырма, çыру, ђыкан, ђылай, ђышкă, тыха.

Хытă сăмахра. ђ, Ç, Ť, хыççăн илтěнекен Ы сасса çемçе Ы теççě. Ăна, кирлě ђух, çапла паллă туса çырма пулат: Ы И.

§. И. 7

Ку сасă вырăсла пусăмлă И пек илтěнет. Вырăсла И, пусăмсăр пулсан, хăш сăмахсенђе А пек, хăш сăмахсенђе Ь пек илтěнет; тěслěхрен. русский сăмахра вăл Ă пек илтěнет, видит сăмахра Ě пек илтěнет. В избу, мужик, лисьи, в их сăмахсенђе вырăсла И саса Ы пек, йе ЙИ пек илтěнет.

Анђах ђăвашла И те йаланах пěр пек мар: хытă сăмах вěçěнђи И сасă хытăрах—Ы майлăрах илтě¬нет. Тěслěхсем: алли, пăтти, ури, усалли, кай-малли.

Хытă сăмах вěçěнђи И сасса хытă И теççě.

Ы майлă илтěнсен, ăна çапла паллă туса çырма пулăт: Иы.

ђăваш ђěлхинђе сăмах вěçěнђе Ы нихăçан та пулмаст. Ун вырăнне хытă И пулат: упи, алли. Кăрмăш калаçăвěнђе кăна хăш вырăнсенђе хытă И вырăнне Ы калаççě: упы, аллы, улы теççě. Анђх вăл та таса Ы сасах мар, кăшт И майлăрахах.

8 §. Ă.

Ă сасă хăш сăмахсенђе ытла та кěскен илтěнет. Тěс¬лěхрен, тăр, пăрçа, тăвар самахсенђе вăл çавăн пек илтěнет.

Вырăс ђěлхнинђе А çинђе йе О çинђе пусăм пулмасан, вěсем Ă пек илтěнеççě, терěмěр. Тěслěхрен: думаю, лошадь, сапоги, доктор, прямо тата ытти сăмахсенђе те. Çапла вара нумайěшě вырăс ђěлхнинђе Ă сасă çук тени тěрěс мар. Вырăс ђěлхнинђе те Ă сасă пур, пали анђах çук.

Шăнăç, ђăрăш, ђăхă тата çăмăл, çăкăр, хăрăм сăмахсене илер. Çак сăмахсенђе Ă сас пали пуринђе те пěрешкел, анђах сасси пěрешкелех мар,пăртак уйрăмах илтěнет. Малтанхи виçě сăмахра Ă сасă çăрарах – О майлăрах: Ŏ пек илтěнет; кайранхи виçě сăмахра шěвěрех илтěнет. Анђах пур çěрти ђăваш та çав сасăсене, хаљ, каланă пек, икě тěрлě каламаст. Анатри ђăвашсем, тата турисем те нумайěшě пěр пекех калаççě: Ă теççě.

9 §. Ě.

Ě сасă та нумай сăмахсенђе кěскенěн, сисмелле те мар илтěнет: тěслěхрен, çивěт, ђěре, çирěм, çитмěл самахсенђе.

Ă саспалли пекех, Ě саспалли те ěлěк хăш калаçура икě сасса пěлтернě. Йěр, кěр (кěрес), кěпе, çěр (çěр çине), тата шěвěр, кěмěл, кěрěк, çěр (çěр тенкě), çěрле самахсене илер. Кайранхи сăмахсенђе Ě малтанхисенђен урăхларах, çăрарах—Ŏ майлăрах, анђах унран çемçерех—Ŏ пек илтěнет.

Хашě вырăс ђěлхинђе Ě сасă çук теççě. Вал тěрěс мар Е сасă çинђeн каланă ђyx, епěр вырăссен те Ě пуррине куртăмăр.

Ăна кăтарма тата икě сăмах илер. Девять, десять самахсенђи Я сасă ђăвашла Ě пекех илтěнет *).

Хупă сасăсем.

10 §. В, С, Ç, Ш, ђ, Н.

Хупă сасăсем çинђен пурин çинђен калама кирлě мар. Вěсем нумайěшě вырăсли пекех илтěнеççě, анђах пурте мар. Епěр çак йулашки сасăсене кăна пăхса тухăпăр.

B. Вырăсла В сасă сăмах вěçěнђе, тата йанăрасăр са¬сăсем умěн Ф сасса тухат. Çыраççě: Петров, лавка тесе; вулаççě—Петроф, лафка тесе. ђăвашла В апла мар, йалан В илтěнет, сăмах вěçěнђе те: лав, мухтав, йалав.

C. Вырасла С çемçе уçă сасăсем умěн çемçенĚн—Ç пек илтěнет: все-фçе, неси-неçи, спеть-çпеть. ђăвашла С хытă сăмахра та, çемсе сăмахра та хыттăн илтěнет: сана, сирěн, симěс, сÿс. Çакăн пирки, Ç илтěнсен, çемçе сăмахра та йалан Ç çыраççě: çÿре, çимěç, пиç, çиплě, çěр, çÿç çырас пулат, ахалин-сÿре, симěс, пис, сиплě, сěр, сÿс çырнă пулат.

Ç. Ку сасă вырăсла СЬ пек илтěнет. Ç сасă ђăваш ђěлхинђе хытă сăмахра та, çемçе сăмахра та пу¬лат. Вăл çемçелнě С мар, хăйне уйрăм сасă: çап, çип, çуп, çÿпě, çирěк, çыран.

Ш. Вырăсла Ш нихăçан та çемçелмест, хыççăн çемçе палли пулсан та; йалан хыттăн илтěнет: мышь-мыш, шалишь-шалиш, сидишь-сидиш. ђăвашла Ш çемçе сăмахсенђе, пěтěмпех çемçелмесен те, çавах ђылай çемçелет: паллаш—пилеш, шăрпăк—шÿрпе.

ђ. Çак паллăпа пěлтерекен сасса тěрлě вырăнти ђăваш тěрлě калат: нумайěшě ăна вырăсла Ч сасăран çемçерех ка¬лаççě; вырăсла майлăрах калакансем те пур. ђ - хутлă сасă: Т + Ç йе Ť + Ç

Хăй çемçе сасă пулсан та, ђ пěр калаçурах икě тěрлě илтěнет: хытă сăмахра хытăрах, çемçе сăмахра çемçерех: ђap - çыр, ђap—ђир.

Н. Хăш калаçура Н саса К сасă умěн кăшт сăмсанăн—Њ сасă пекрех илтěнет: куршанкă, кăрђанкă, манка, ункă, тенкел, шăнкăрђă, мăн кăмпа, мěн куртăн, мăн куç.

11 §. В. П. М.

Вырăс ђěлхинђе В, П, М сасăсем çемçе уçă сасăсем умěн хытă çемçелеççě. ђăваш ђěлхинђе ун пекех çемçелмеççě—Ш пек, кăшт хытăрах илтěнеççě. Çавăнпата вара ђăваш ађисем, вырăсла вěреннě ђухне, В, П, М сасăсене Я, Ю, Е сасăсемпе лайăх çыпăçтараймаççě: мясо—ма'са*) тес вырăнне: масо, месо йе мйасо теççě; пять—п'ат' тес вырăнне пет. йе пйат теççě. Овес—ое'ос тес вырăнне овос, овес, ойвос йе овйос. теççě.

12 §. Ť, Љ, Њ

Ť сасă çемçелнě Т пек илтěнет: курат-илет, кайат_ки-лет. Тури калаçура анатри калаçуринђен çемçерех илтěнет. Çапах та тури калаçури Ť те вырăсла ТЬ сасăпа тан маар. Вырасла ТЬ тата çемçерех: мать, материя.

Љ çемçелнě Л пек, Њ çемçелнě Н пек илтěнет. Вырăсла саспаллисемпе паллă тусан, вěсене ак çапла çырма пулат- ЛЬ, НЬ, йе Л', Н'.

Авалхи ђăваш -ђěлхинђе хытă сăмахра Ť, Љ, Њ сасăсем пулман. Вěсем çěнě сасăсем. Вěсем хытě сăмахра Й, йе Ě, йе тата пěр-пěр урăх çемçе уçă сасă çухалнăран пулнă.

Выља, выљăх сăмахсене илер. Çак сăмахсенђен малтанхи вайă + ла сăмахран выља пулса ларнă; тепри вăй + лăх (вăй паракан) сăмахран тухнă, выљах пулса ларнă. Выља, выљăх сăмахсенђe Љ сасă ăçтан тухса ларнă?—Й сасă çухалнă, анђax пěтěмпе çухалса çитмен, асăнмалах Л сасса çемçетсе, Љ туса хăварна.

Тури калаçури хăш ђăвашсем хуњ тенě сăмаха илер. Ана хайěн тес вырăнне калаççě. Xyњ мěнле пулнă?—Й сасăпа Ě сасă çухалнă, каллех пěтěмпех мар, Н сасса çемçетсе Њ туса хăварнă.

Тата ата, патах, путă, тыха сăмахсене илер. Вěсем мěнле самахсенђен пулнă?—Айта, пайтах, пыйтă, тăйха сăмахсенђен. Мěнле?—Й сасă çухалнă та, Т сасса Ť туса хăварнă.

Тата хытă сăмахсенђе Ť, Љ, Њ сасăсем хăйсем умěнђи Ě сасă çухалнăран пулаççě: кайатě, вулатě, таватё, халě, кунě (йăваш) тес вырăнне кайат, вулат, тăват, хаљ, куњ, теççě. Кунта Т, Л, Н сасăран Ť, Љ, Њ пулнă. Йепле?—Е сасă çухалнăран*).

Йалсенěн, пăрусенěн, путене, путек, каллех тес вырăнне тури ђăвашсем йалсањ, пăрусањ, путана, путак, каљљах теççě. Çакăнта Њ сасă, Ť сасăпа Љ сасă аçтан тухса ларнă?-çемçе сăмахсем, çемçе татăксем хыта пуçланă, анђах пěгěмпех хытса çитеймен-ха: Љ, Њ, Ť сасăсем вěсем-сăмах йе сăмах татăкě ěлěк çемçе пулнине кăтартаççě.

Çапла вара Љ, Њ, Ť сасăсем , çемçе, татăксем хытнăран та пулнă.

Йаланах Љ, Њ, Ť йепле пулса кайниие пěлме çук. Тěслěхрен супăњ сăмаха илер. Мěншěн кунта Њ калаççě— паллă мар. Супăњ, тутарла-сабăн, монколла—сабан.

Хушса калани: Тури калаçури Р' сасă та Й сасă тухса ÿкнěрен пулнă: кайран-кар'ан, майра-мар'а, сайра—сар'а. уйран—ур'ан. Хытă самахри Р' сасă вăл çěнě сасă.

13 §. Сасăсен килěшěвě.

Курак Тилě

Ыраш ђÿређе

Пусма Ўлěм

Çак сăмахсенђи уда сасăсене сăнар, мěн сисетпěр епěр?

— ђăваш ђěлхинђе хытă уçă сасăсем хытă уçă сасăсемпе килěштереççě, çемçе уçă сасăсем çемçе уçă сасăсемпе килěштереççě. Хытă уçă сасăсемпе çемçе уçă сасăсемпе килěштермеççě. Çавăнпа ђăваш самахěнђe пěр уçă сасă хытти пулсассăн, ытти уçă сасăсем те хыттисем пулаççě; пěр уçă сасă çемçи пулсассăн, ытти уçă сасăсем те çемçисем пулаççě.

Шăнкăр-шăнкăр шыв йухат;

Шинкарђ ђěппи-шыв ěçет;

ђěкеç ђěппин мěн ěç пур?

Ылтăнпа кěмěл тавлашат;

Пăхăр укçанăн мěн ěç пур?

Тěванпа тăван савăшат;

Çиђě йутăн мěн ěç пур?

  • * *

Шухăшлана пěр ухмах

Инçе кайса çÿреме,

Çутă çанталак курма,

Хайěн ăсне кăтартма.

Икě сăмахран пуçне ,çак сăвăсенђе те çавнах куратпăр: сăмахра пěр уçă сасă хытти пулсассăн, ытти