Çĕр улми нимерĕ

Авал:

Ку çимĕçе чăваш кĕркуннерен пуçласа хĕлĕпех пĕçерсе çинĕ. Çăкăртан ирĕк чухне вăл ун вырăнне те, ытти юр-вар шучĕпе те кайнă. Вăрçă çулĕсенче çĕр улми нимĕрĕ ял çыннине выçлăхран çăлнă. Шуратнă çĕр улмине яшка хуранĕпе чăмăрла пĕçерсе унтах тӳнĕ те сĕт хушса кăшт вĕретсе илнĕ, услам çу янă. Вăл та, ку та çук чухне нимĕре кантăр вăрри тӳсе янă.